Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

СПОРТ УЯВĔНЧЕ - ТĔРЛĔ ĂМĂРТУ

Физкультурник кунне халалласа Элĕк салинче массăллă спорт уявĕ иртнĕ. Унта хутшăннисем велочупура ăмăртнă, шахматла тата мини-футболла вылянă. Спортсменсемпе курма пынисене район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.Николаев уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, ăнăçусем суннă. Пухăннисене çавăн пекех “Пĕрлĕхлĕ Раççей” политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи Л.Семенова тата ыттисем саламланă.

27 çухрăмлă çаврăмра Тавăт ял тăрăхĕнчи Эдуард Григорьев абсолютлă чемпион пулса тăнă. 40 çултан иртнисем хушшинче Ехремкасси ял тăрăхĕнчи В.Ефимов çĕнтернĕ. Хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăна Ехремкасси ял тăрăхĕнчи В.Андреева тухнă, иккĕмĕш вырăнта – Йăлкăш ял тăрăхĕнчи Н.Митрофанова.

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче шахматла выляссипе блиц-турнир иртнĕ. Кунта Ехремкасси ял тăрăхĕнчи В.Ефимов çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Питĕшкасси ял тăрăхĕнчи В.Филимонов, виççĕмĕшĕнче – Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Ф.Александров. Мини-футболра райпо команди çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2007
00:00
Поделиться
;