Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ĔÇРЕН УЙРĂЛМАН

Çак кунсенче Элĕк ял тăрăхне кĕрекен Дубовски поселокĕнчи Людмила Михайловна Петрова 80 çул тултарчĕ. Вăл Урпаш ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ачаранах ял пурнăçĕн йывăрлăхне туйса илнĕ. 14 çулта чухне коллективлă хуçалăхăн ĕне-выльăх фермине ĕçе вырнаçнă. Вăрçă çулĕсенче пушшех те çăмăл килмен, вăл Киров вăрманĕнче ĕçленĕ, çавăн пекех Иваново облаçĕнче торф кăларнă çĕрте тимленĕ. Телейне хĕрарăм хăйĕн мăшăрĕпе, Федор Федоровичпа, тупнă. Иккĕшĕ тăватă ачана пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратнă.

Людмила Михайловна Дубовски поселокĕнчи сÿс-кантăр заводĕнче нумай çул вăй хунă. Сакăрвуннăра пулин те пуçа усмасть, хăйне çирĕп тытма тăрăшать. Килти хуçалăхра качакапа хурсем усрать. Кĕçĕн ывăлĕ Валерий лартнă çурт поселока илем кÿрет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 августа 2007
00:00
Поделиться
;