Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЧЕРЕТЛĔ ПЛАНЕРКĂРА

Район пуçлăхĕ А.Платонов тунти кун ирттернĕ планеркăра ял хуçалăх ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Вырма, пĕтĕмĕшле илсен, япăхах мар пырать. Мĕн пур лаптăкăн 60 процентне вырнă, кĕрхисене акма çĕр 3000 гектар хатĕрленĕ.

Районта çул-йĕр тăвас ĕçсем анлă сарăлнă. Август уйăхĕнче 4 автоçул хута каймалла.

Планеркăра хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе мĕнле ĕçсем тунипе паллашрĕç, районăн социаллă-экономика ыйтăвĕсене хускатрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 августа 2007
00:00
Поделиться
;