Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ВАТĂ ÇЫН ЛАША ПĂХАТЬ

Çулсем малаллах шăваççĕ. Ватлăх кунĕсем хăв ума çитсе тăнине сиссе те юлаймастăн. Лупашка ялĕнчи Анна Ананьевна Николаева 87 çула çитессе ĕмĕтленнĕ-ши; Çулĕсем пур пулин те хăйне япăх туймасть. Вăл “Родина” хуçалăхăн лашисене пăхать. Пушă вăхăтра вара эмел курăкĕсене пуçтарма уй-хире тухать. Вăрăм пурнăçăн вăрттăнлăхĕсем мĕнре-ши; Анна Ананьевна эрех-сăрапа нихăçан та туслă пулман, ялан сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннă. Ĕçе юратасси те тĕп вырăнта тăнă. Пурнăçа хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнă, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 65 çул. Мĕн хушнă – çавна пурнăçланă.

А.Николаева терт-нушине сахал мар курнă, çавах та нихăçан та хуçăлса ÿкмен.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 августа 2007
00:00
Поделиться
;