Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇĔНĔЛĔХСЕМ САХАЛ МАР

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем нумай. Çавăнпа та сÿтсе явмалли, татса памалли ыйтусем те тупăнсах пыраççĕ. Нумаях пулмасть учитель-предметниксене пухса иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи ĕç-хĕле пăхса тухрăмăр, кăсăклантаракан ыйтусем çинче чарăнтăмăр, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи плансене палăртрăмăр. Çавăн пекех аттестаци ирттермелли уйрăмлăхсем çинче чарăнса тăтăмăр. Компьютер техникине усă курма пĕлнипе Шупашкарта ятарлă тĕрĕслев витĕр тухнă хыççăн çеç вĕрентекен аттестациленме пултарать.

Тепĕр кунне районти шкулсенчи вĕрентекенсен конференцийĕ иртрĕ. Унта çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи тĕп тема – “Вĕрентÿ” приоритетлă наци программине тĕпе хурса вĕрентĕве модернизацилес комплекслă планпа килĕшÿллĕн вĕрентÿ тытăмне аталантарасси» ыйту тавра тăватă сехетлĕ канашлу пулчĕ.

Шкул директорĕсемпе вĕсен çумĕсем уйрăммăн пухăнса профиллĕ вĕрентÿ пирки калаçрĕç. Йывăр лару-тăрури çемьери ачасемпе еплерех ĕçлессине те пăхса тухрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 августа 2007
00:00
Поделиться
;