Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇУРТ КУНСЕРЕН ÇĔКЛЕНЕТ

Элĕк салинчи Пушкин урамĕнчи виçĕ хутлă 9 хваттерлĕ пурăнмалли çурт тăвассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Кунти генеральнăй подрядчик – “Строймонтаж” общество. Çурта Элĕкри строительство материалĕсем хатĕрлекен “Астром” заводра кăларакан материалсенчен хăпартаççĕ.

Хальхи вăхăтра стенасене хăпартса çитернĕ, электричество кĕртессипе ĕç вĕçленнĕ, штукатурка тунă. Тăрă витме тытăннă. Кăçалхи сентябрьте çурт ĕçе каймалла. Çав уйăхрах район центрĕнчи ку урамра тăхăр хваттерлĕ тепĕр çурт тума пуçламалла.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 августа 2007
00:00
Поделиться
;