Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ХАЛЬХИНЧЕ В.МАКСИМОВ МАЛТА

Комбайн экипажĕсен иккĕмĕш вунăкунлăхри конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна “Алмаз” уçă обществăн комбайнерĕ В.Максимов тухнă. Çурла уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенче вăл ДОН-1500 комбайнпа 350 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Иккĕмĕш вырăнта “Озерная” акционерлă обществăн комбайнерĕ Г.Семенов. Дон-1500 комбайнпа вăл 310 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. “Алмаз” уçă обществăн комбайнерĕ А.Федотов виççĕмĕш вырăн йышăннă. Экономика ăмăртăвĕнче вăл СК-5 “Нива” комбайнпа 192 тонна тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ.

Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе ял хуçалăх ĕçченĕсен районти уявĕнче чыслаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 августа 2007
00:00
Поделиться
;