Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

УЙ-ХИРТЕ – ХĔРŸ ТАПХĂР

Районти хуçалăхсенче ĕнерхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 5650 гектар (73, 4 процент) вырнă. Çак ĕçе “Озерная”, “Витязь” хуçалăхсенче вĕçленĕ.

Вырмара “Туваны”, “Восход”, “Шумшеваши”, “Родина” хуçалăхсем, С.Кононов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕ юлса пыраççĕ.

Кĕр тыррисене акмалли вăхăт иртсе пырать. Апла пулин те ку ĕçе 483 гектар (10 процент) кăна пурнăçланă. Уйрăммăн илсен, “Новый путь” хуçалăхра 178 гектар, “Шумшеваши” хуçалăхра – 130, Ульянов ячĕллĕ ху çалăхра – 70, “Озерная” обществăра – 60, “Рассвет” обществăра 15 гектар кăна акнă.

Çĕртме сухи тăвасси те ытла çителĕксĕр пырать. Ку енĕпе “Новый путь”, “Алмаз” хуçалăхсенче кăна ĕçлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
29 августа 2007
00:00
Поделиться
;