Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Валинке» республика чысне хÿтĕлĕ

«Валинке» фольклор ушкăнĕшĕн республика тулашне тухса çÿресси ырă йăла пулса çирĕпленчĕ. Юлашки вунă çулта 13 çынран тăракан коллектив тĕнче шайĕнчи тĕрлĕ фестивальте хăйĕн пултарулăхĕпе пĕр хутчен кăна мар савăнтарнă.

Федерацин «Чăваш Ен культури, 2006-2010 çулсем» программăпа килĕшÿллĕн Федерацин культура тата кинематографи агентствипе Раççей Патшалăх Халăх пултарулăхĕн çурчĕ 2007 авăн уйăхĕн 7-10-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри наци культурисен «Атăлçи картишĕ» этнофестиваль йĕркелеççĕ. Саратов хулинче иртекен мероприятие «Элĕк районĕнчи ял тăрăхĕсен культурăпа кану центрĕ» çумĕнчи «Валинке» халăх фольклор ушкăнĕ те хутшăнма тивĕç пулнă.



"Хыпар"
30 августа 2007
00:00
Поделиться
;