Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ПУРНĂÇА ШКУЛПА ÇЫХĂНТАРНĂ

Çак кунсенче Шĕмшеш ялĕнчи Пугачевсен çемйине хăнасем йышлăн пуçтарăнчĕç. Ольга Егоровнăпа Владимир Иванович ылтăн туя тивĕçлипе паллă турĕç. Мăшăрсем ячĕпе ачисем, тăванĕсем, тус-юлташĕсем ăшă сăмахсем каларĕç.

Пугачевсен пурнăçĕ Шĕмшеш шкулĕпе çыхăннă. Владимир Иванович биологи предметне вĕрентнĕ, Ольга Егоровна вара шкул библиотекинче тимленĕ. Мăшăрсем виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ. Ватă çынсем ĕне, сысна тата хурсем тытаççĕ. Ĕç чир пирки те мантарать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 сентября 2007
00:00
Поделиться
;