Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

РАЙОН УЙ-ХИРĔСЕНЧЕ

Районти хуçалăхсем тĕш тырă культурисене 7321 гектар (95, 1 процент) вырнă. Тĕпрен илсен, хĕрÿ ĕç шавĕ юлашки гектарсем çине куçнă. Çав хушăрах вырма ĕçĕсем “Туваны”, “Родина”, “Восход”, “Шумшеваши” хуçалăхсенче ытла та вăраха кайнă.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕр улми кăларассипе ĕçлеççĕ. Районĕпе ку ĕçе 45 гектар çинче (5 процент) пурнăçланă. Çав шутран “Журавлев” хуçалăхра – 20 гектар.

Кĕр тыррисене 850 гектар акнă. Ку ĕçе “Новый путь”, “Шумшеваши”, “Озерная” хуçалăхсенче лайăх йĕркеленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 сентября 2007
00:00
Поделиться
;