Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ЮРАТАКАНСЕМ ПĔРЛЕШРĔÇ

Çак кунсенче Юманлăх ялĕнче юратакан икĕ çамрăк пĕрлешрĕç. Валентинăпа Никонор Никитинсен кĕçĕн ывăлĕсенчен виççĕмĕшĕ Александр авланчĕ. Аслă ывăлĕсен ачисем те пур ĕнтĕ.

Туй кашни çын пурнăçĕнчех паллă вырăн йышăнать. Юманлăхри туй чăвашсен йăли-йĕркипе иртрĕ. Хитре хĕрпе каччă пĕрлешни ашшĕ-амăшĕшĕн, тăванĕсемшĕн пысăк савăнăç пулчĕ. Венера Юпитеровна Мурзакова – Эренар ялĕнчен, кооператив институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренет, сутуçăра ĕçлет. Александр Никонорович Шупашкар хулинчи фирмăра вăй хурать. Иккĕшĕ те ĕçе юратакан, сăпайлă çамрăксем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 сентября 2007
00:00
Поделиться
;