Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ÇĂМĂЛЛĂХЛĂ КРЕДИТПА УСĂ КУРАÇÇĔ

“АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çынсене çăмăллăхлă кредит парассипе ĕçлесси малалла пырать. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 394 çын 47028 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Перекет банкĕн уйрăмĕнче 250 çын 26383 пин, “Россельхозбанкра” 139 çын 20189 пин, “Согласие” кредит кооперативĕнче 5 çын 456 пин тенкĕлĕх кредит илме документсем тăратнă.

Кредит илессине Элĕк ял тăрăхĕнче уйрăмах лайăх йĕркеленĕ. Кунта 111 çын 14426 пин тенкĕлĕх çăмăллăхпа усă курнă. Çавăн пекех Тавăт ял тăрăхĕнче 39 çын 4755 пин, Юнтапа ял тăрăхĕнче 36 çын 3174 пин тенкĕ илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 сентября 2007
00:00
Поделиться
;