Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуçалăхсен уй-хирěсенче

Районти хуçалăхсенче тыр-пул пухса кĕртесси вĕçленсе пырать.

Вырмалли “Туваны”, “Надежда” обществăсенче – 20-шер, “Родина” хуçалăхра – 30, “Шумшеваши” хуçалăхра 25 гектар юлнă. Районти вăтам тухăç – 18 центнер.

Çĕр улми 230 гектар кăларнă. Çав шутран “Исаев” хресчен-фермер хуçалăхĕнче – 50, “Журавлев” хресчен-фермер хуçалăхĕнче – 70 гектар, “Возрождение” хуçалăхра 50 гектар.

В.Узянов хуçалăхĕнче çĕр улми кăларса пĕтернĕ.

“Звезда” хуçалăхра “иккĕмĕш çăкăр” 80 гектар, “Алмазра” – 40, “Авангардра” – 15, “Рассвет” хуçалăхра 13 гектар йышăнать. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕр улми кăларма пуçламан.

Кĕр тыррисене 2500 гектар (51 процент) акнă. “Новый путь”, “Алмаз” хуçалăхсенче ку енĕпе лайăх ĕçленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 сентября 2007
00:00
Поделиться
;