Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Искусство шкулне – РФ Президенчěн премийě

Элĕкри ача-пăча искусство шкулне çак кунсенче савăнăçлă хыпар çитнĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Чăваш Республикинчи пултаруллă ачасемпе ĕçлекен вĕрентÿ учрежденийĕсене музыка инструменчĕсем туянмашкăн укçа-тенкĕ уйăрасси çинчен хушу кăларнă. Çав хушупа килĕшÿллĕн Элĕкри ача-пăча искусство шкулне Раççей Президенчĕн фондĕнчен 131 пин тенкĕ уйăрнă. Шкула “Рубин-7” баян, труба, пĕчĕк тăмра, альт тăмри, бас тăмри, гитара килнĕ.

Ку чухнехи вĕр çĕнĕ музыка инструменчĕсем ачасен юрă-кĕвĕри ăсталăхне аталантарма пулăшĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 сентября 2007
00:00
Поделиться
;