Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ВЕТЕРАНСЕН ÇУРЧĔ-КИЛ ĂШШИ

Çиччĕмĕш çул ĕçлет Вырăс Сурăмĕнчи ветерансен çурчĕ. Вăл ветерансемпе ватă çынсене чăннипех кил ăшши парса тăтăр тесе район администрацийĕпе Пенси фончĕн Элĕкри уйрăмĕн сахал мар тимлеме тивнĕ.

Ветерансен çуртĕнчи пÿлĕмсенче икшерĕн пурăнаççĕ, анлă та çутă зал тата телевизорлă тĕпел пур, лайăх столовăй ĕçлет. Кил-картинче – мунча, пĕчĕкçĕ кăна хитре сквер. Ваттисем ыйтнипе çуртра кĕлĕ кĕтесне те йĕркеленĕ.

Кунта пурăнакансен вăхăчĕ канупа кăна иртмест, вĕсем хаваспах юнашарти пахчара тăрăшаççĕ, хĕлле вара йĕри-тавралăха юртан тасатаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, асаннесемпе асаттесен тунсăхлама вăхăт та çук. Çак çуртра 17 ватă кил ăшшипе киленĕç тупнă. Вĕсене 4 социаллă ĕçчен пăхать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 сентября 2007
00:00
Поделиться
;