Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çěнě çул çинче

Чăваш Ен Президенчĕ Н.В.Федоров çулталăк каярах кăларнă Указа тĕпе хурса, пирĕн республикăри пур ялсене те асфальтлă çулсемпе çыхăнтарас ĕç малалла пырать. Палăртнă программа тăрăх инçетри ялсем патне автобус маршручĕсем те уçаççĕ.

Сăмах май, акă, август уйăхĕн çурринче Етĕрнери автотранспорт предприяти дирекцийĕ Етĕрне- Кивĕ Атикасси (Хĕрлĕ Чутай районĕ) маршрутпа автобуссем çÿретме пуçларĕ. Ку автотрасса Элĕк, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсен чиккисем витĕр тăсăлса выртать. Ăна шăпах иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче “Чувашавтодор” организацийĕн Çĕмĕрлери участокĕн рабочийĕсем туса пĕтерчĕç.

Ирпе каç çула тухакан автобуспа халĕ “Выльский” (Етĕрне районĕ), “Свобода” (Хĕрлĕ Чутай) хуçалăхсен ĕçченĕсем çеç мар, пирĕн районти чикĕре вырнаçнă Мăн Ямашпа Яккушкăнь çыннисем те туллин усă кураççĕ. Автобус Етĕрнерен 5-45, 16-00 сехетсенче тухать, Кивĕ Атикассине вара тепĕр сехетренех çитет. Çул тăршшĕ 41 çухрăм, билет хакĕ 43 тенкĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 сентября 2007
00:00
Поделиться
;