Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Депутатсем тěрлě ыйту пăхса тухрěç

Район депутачĕсен Пухăвĕн тăваттăмĕш суйлаври черетсĕр 13-мĕш ларăвĕнчи пĕрремĕш ыйту – район уставне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси. Ларурисем пĕтĕм текстпа анлă телеэкран çинче паллашма пултарчĕç. Район уставĕн пĕтĕмĕшле тексчĕ хаçатра пичетленĕ тата ЧР Регистраци палатинче регистрациленĕ хыççăн вăя кĕрет.

Лару 18-мĕш Шĕмшеш суйлав округĕпе район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйламалли суйлава кăçалхи раштавăн 2-мĕшĕнче ирттермеллине палăртрĕ.

Тепĕр ыйту кĕтмен çĕртен тенĕ пек пулчĕ. Райадминистрацин экономика, хула строительстви тата обществăлла инфраструктура управленийĕ ларăва районти муниципалитет харпăрлăхне Чăваш Республикин харпăрлăхĕ çине куçарма сĕнет. Анчах лайăх-ши çакăнтан е япăх-ши; Ыйту хуравсăрах юлчĕ. «Хальлĕхе экономика управленийĕ баланс расчечĕсене тĕплĕн хатĕрлесе çитермен-ха», – терĕç депутатсем, ыйтăва тепĕр ларура пăхса тухма йышăнчĕç.

Муниципалитетăн “Жилводострой” организацийĕн ыйтăвне тивĕçтерсе, лару унччен мĕн пур организацисене куçса пынă аренда укçине “Жилводострой” предприяти счечĕ çине куçарма йышăнчĕç. “Çак укçан пĕр пусне те шалу çине ямалла мар”, – асăрхаттарчĕç депутатсем.

Мĕнле аталанса пырать-ха пирĕн районта ял хуçалăхĕ; Пурне те пăшăрхантаракан, пурне те хумхантаракан çак çивĕч ыйту депутатсен Пухăвĕнче тĕп вырăнта пулчĕ. “АПК” аталанăвĕ” наци проекчĕ хамăр районта мĕнле пурнăçланса пынине тишкернĕ май, райадминистрацин экономика управленийĕн начальникĕн ял хуçалăхĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Прохоров çакна палăртрĕ: “Районта ял хуçалăх отрасльне аталантарассипе ĕçлемелли нумай. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен хăвачĕсем чакрĕç, вĕсем арканса саланаççĕ. Выльăхсен йышĕ ÿсмест”.

Докладчикăн сăмахĕсене пĕтĕмлетсе, район пуçлăхĕ А.И.Платонов пухăннисене хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерчĕ:

– Пирĕн район – ял хуçалăх районĕ, – терĕ Анатолий Иванович. –Тÿрех калатăп, эпир малтанхи чикĕсенчен чакса пыратпăр. Çакă пире пурсăмăра та шухăшлаттарма тивĕç. Мĕншĕн арканса-сапаланса пĕтрĕç-ха унччен вăйлă пулнă “Яргунькинский”, “Волга” хуçалăхсем; Паллах, ертÿçĕсен айăпĕ те пур кунта.

– Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене салатса яма, вĕсене панкрута тухма памалла мар. Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем пулма пултаруллă, халăхпа ĕçлеме пĕлекен çынсене шанмалла. Ял çынни ĕçлеме ÿркенмест. Апла пулсан, унăн шухăшлавне улăштармалла. Ĕлĕкхи пек: “Манăн мар, колхозăн”, – тесе алă ан султăр хресчен, çĕр çинче чăн-чăн хуçа пултăр. Çавăнпа районта пысăк фермер хуçалăхĕсем йĕркелесшĕн.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ кун йĕркинчи ытти ыйтусене сÿтсе явнипе вĕçленчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 сентября 2007
00:00
Поделиться
;