Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Флюорографи кабинетěнче – çěнě аппаратура

Районти тĕп больницăра флюорографи кабинетне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн халăха йышăнма пуçланă. Сывлăха наци проекчĕпе килĕшÿллĕн килнĕ флюорографи оборудованийĕпе тĕрĕслеççĕ.

Çĕнĕ аппаратпа кăкăр органĕсене тишкернĕ чухне радиаци пайăркисен виçи сахалтараххи паллă. Урăхла каласан, флюорографи тĕрĕслевĕн сиенĕ чылай пĕчĕкрех.

Кăçал тĕп больницăра “Сывлăх” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн медицина оборудованийĕсене 3 миллион тенкĕлĕх туяннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 сентября 2007
00:00
Поделиться
;