Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Куравра – ăратла выльăхсем

Ăратлăхпа ĕçлекен “Чувашское” уçă акционерлă обществăра выльăх-чĕрлĕх уявĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ ăратлă хуçалăхсен çитĕнĕвĕсене кăтартасси, ял хуçалăх организацийĕсене лайăх аталанакан çамрăк выльăхсемпе тивĕçтересси, продуктивлăха ÿстересси тата паха продукци сутасси.

Куравра ăратлăх завочĕсемпе репродукторсенче, хресчен (фермер) тата уйрăм çын тытакан хушма хуçалăхĕсенче ĕрчетекен выльăхсене кăтартнă. Унта республикăри 52 ял хуçалăх организацийĕ, çав шутра пирĕн районти “Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕ те хутшăннăĕ “Новый путь” курава 5 ĕне выльăхпа 4 сысна тăратнă. Эксперт комиссийĕ тĕрлĕ ушкăнсем тăрăх малти вырăнсене палăртнăĕ “Новый путь” хуçалăх “Пушмак пăрусем” номинацире çĕнтерсе ылтăн медале тивĕçнĕ, “Çамрăк ĕнесем” ушкăнра 3-мĕш вырăн йышăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 сентября 2007
00:00
Поделиться
;