Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк çěрпе ěçлет

Юлашки вăхăтра килти хушма хуçалăхăн пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Ял çынни, унпа çыхăнтарса, хăйĕн тĕллевĕсене палăртать, ÿсĕмсем тăвассишĕн тăрăшать. Çавнашкал шухăш-ĕмĕтлĕ ĕçченсем Юнтапа ял тăрăхĕнче те сахал мар.

Анаткас Сурăм ялĕнчи Алим Ильина палăртма уйрăмах кăмăллă. Вăл килти хушма хуçалăха аталантарас тĕллевпе илнĕ çăмăллăхлă кредит укçипе МТЗ-82 трактор, çĕнех мар СК-5 “Нива” комбайн туянчĕ. 72 гектар çĕр çинче тырăпа çĕр улми çитĕнтерчĕ.

Алим ял çыннисемпе те туслă çыхăнура, хăйĕн тракторĕпе тĕрлĕ ĕç тума пулăшать. Вăл ытти çемьесемшĕн те тĕслĕх.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 сентября 2007
00:00
Поделиться
;