Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Инвалид ěçсěр лармасть

Анатолий Витальевич Николаев Эренар ялĕнче пурăнать. Вăл ачаранпах инвалид. Çавăнпах ĕнтĕ Калининăри ятарлă шкулта вĕреннĕ. Унти преподавательсем пулăшнипе атă-пушмак юсама, алсиш-чăлха тата пушмак шнурокĕ çыхма хăнăхнă. Пукансем, кантăк рамисем ăсталама та пултарать инвалид.

Кĕрхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн Анатолий Витальевич йывăçран тĕрлĕ эрешсем касса кăларассипе ĕçлеме ĕмĕтленет. Вăл хăйĕн ĕçĕсемпе Муркаш районĕнче иртнĕ инвалид-ачасен пултарулăх куравне хутшăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 сентября 2007
00:00
Поделиться
;