Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Культура ěçченěсем канашларěç

Хăйсен йăлана кĕнĕ семинар-практикумĕнче районти культура ĕçченĕсем сакăр уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Унта ялсенчи культура çурчĕсемпе клубсен директорĕсемпе администраторĕсем, илемлĕх ертÿçисем хутшăнчĕç.

Канашлура культурăпа кану учрежденийĕсем кăçал мĕнле ĕçленине, районăн 80 çулхи юбилейне паллă тума еплерех хатĕрленнине, республикăри “Эпĕ – ăста” конкурса хутшăннине тишкерчĕç.

Паянхи куна районта 298 клуб йĕркеленĕвĕ ĕçлет, вĕсене 4760 çын хутшăнать. Вĕсенчен 1802-шĕ – вĕренекенсем. Кăçал култьура ĕçченĕсем 2000 ытла мероприяти ирттернĕ, çав шутран ачасем валли – 500-тен те ытла. Канашлура пулнисем “Валинкке” халăх фольклор ушкăнĕ Саратов хулине кайса килни çинчен ÿкернĕ видео-фотоÿкерчĕксене пăхрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 сентября 2007
00:00
Поделиться
;