Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тин çуралнисен ячěсем илемлě

Çулталăк пуçланнăранпа районта 5 ача пăхса çитĕнтерекен çемьесен хисепĕ пиллĕкрен те иртрĕ, тепĕр çемье вара улттăмĕш ача çуратма та “хăю çитерчĕ”. Кăрлач-авăн уйăхĕсенче районĕпе 45 пирвайхи ача çуралнине шута илнĕ, 43 çемьере иккĕмĕш ача, 21 çемьере – виççĕмĕш, 10 çемьере тăваттăмĕш ача çут тĕнчене килнĕ.

Пепкесене мĕнле ят панине илес пулсан, паян унччен анлă сарăлнисем сахалланса пыраççĕ. Вĕсем вырăнне вара халиччен ытлах илтĕнменнисем: Ингрид, Камилла, Доминика, Милана!

Арçын ачасен сайра тĕл пулакан ятсем нумаях мар, çапах авалхи вырăс ячĕсем ытларах: Богдан, Руслан, Ефим. “Çĕнĕ ятсен хит-парадĕнче” вара çаксем малта: Даниил, Екатерина, Кирилл, Мария, Андрей, Роман.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 сентября 2007
00:00
Поделиться
;