Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк çемьесене - пулăшу

“Ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн яллă вырăнсенче ĕçлесе пурăнакан граждансене çурт-йĕр çавăрма тата хваттер илме тавăрса памалла мар субсидипе тивĕçтерме района 1360 пин тенкĕ, çамрăк специалистсемпе çемьесем валли 2230 пин тенкĕ уйăрса панă.

Çак кунсенче район пуçлăхĕ А.И.Платонов ялсенче пурăнакан 9 çамрăк çемьене тата специалистсене савăнăçлă лару-тăрура 1638240 тенкĕлĕх свидетельствăсем пачĕ. Ку сумма уйăрса панă лимитăн 73 проценчĕ.

Анатолий Иванович, свидетельствăсене тыттарнă май, çамрăк çемьесене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ăнăçу сунчĕ. Вĕрентÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕн çумĕ О.И.Сергеева савăнăçлă мероприятие хутшăннисене çурт-йĕре ĕçе яма документсене хатĕрлемелли условисем çинчен каласа ăнлантарчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 сентября 2007
00:00
Поделиться
;