Ÿнерçě курав хатěрлет
Элĕкри Виталий Иванов районти ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче художник-оформительте ĕçлет. Çавна май унăн тĕп тивĕçĕ – плакатсемпе вывескăсем, транспарантсем çырасси. Калас пулать, ку енĕпе вăл тахçанах ăста ĕнтĕ, алли ларать унăн. Кунпа пĕрлех ÿнерçĕ сăрă искусствин илемлĕ хайлавĕсене те калăплать. Уйрăмах вăл пейзаж жанрне кăмăллать.
58 çулхи ÿнерçĕ çут çантăлка, тăван тавралăха сăнлакан вун-вун ÿкерчĕк хайланă, çавăнпа пĕрлех портретсемпе ытти картинăсене те ăсталанă. В.Иванов ытларах çуллă сăрăсене тата аквареле килĕштерет. Хăйĕн пейзажĕсемпе портречĕсенчен вăл районта, республикăра пĕрре çеç мар куравсем йĕркеленĕ. Халĕ, районăн 80 çулхи юбилейне халалласа, ÿнерçĕ тепĕр анлă курав хатĕрлет. Унăн картинисем Элĕкри культурăпа кану центрне илемлĕ те çутă сăн кÿрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета