Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Информаци кунěнче – тěрлě ыйтусем

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çулçÿревпе ЧР финанс министрĕн çумĕ Р.М.Быкова, Федерацин антимонополи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Т.И.Петрова, Федерацин суд приставĕсен службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ А.Ю.Иванов пулчĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе, информаци кунĕ район пуçлăхĕпе А.И.Платоновпа тĕл пулнинчен пуçланчĕ, унта кун йĕркинчи ыйтусене халăх патне çитерессине ăнлантарса пачĕç. Информаци кунĕн тĕп теми – Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Чăваш Республикинче пулни тата республикăн социаллă-экономикăлла аталанăвĕн малашлăхĕ, РФ Патшалăх Думин кăçалхи суйлавĕ

Информаци кунĕн представителĕсем 3 ушкăна пайланчĕç. ЧР Финанс министрĕн çумĕ Р.М.Быкова, райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ В.И.Казаков тата ЧР социаллă аталанупа сывлăх министерствин Элĕк районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.М.Григорьева Ехремкасси ял тăрăхĕнче пулчĕç. Информаци ушкăнĕ ял тăрăхĕн администраци çуртне, Ехремкасси шкулне, ача садне, магазинпа кафере, тĕслĕхлĕ библиотекăна, ялти культура çуртне, сĕт йышăнакан пункта, перекет банкĕн уйрăмĕн филиалне çитсе ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕ.

Информаци ушкăнĕсенче пулнисем РФ Патшалх Думин çитес суйлавĕн ыйтăвĕсене тĕпе хурса калаçрĕç. Республика представителĕсемпе тĕл пулнă чухне район çыннисем ял хуçалăхĕнчи, çул-йĕр тăвас ĕçри, çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес тата ытти чылай çивĕч ыйтусене хускатрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 сентября 2007
00:00
Поделиться
;