Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит пулăшăвě

“АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçлас ĕç малалла пулса пырать. Иртнĕ çул Ехремкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем çак мелпе анлăн усă курчĕç. Акă, 44 хуçалăх “Россельхозбанк” урлă пурĕ 5605000 тенкĕ çăмăллатнă кредит илнĕ. Харпăр хăй хуçалăхне аталантарма кивçен укçа илекенсем кашни кун тенĕ пекех хушăнса пыраççĕ. Чылайăшĕ çăмăллатнă кредита выльăх витисем тума е юсаса çĕнетме пĕчĕк техника тата мăйракаллă шултра выльăх туянма илеççĕ. Çапла майпа ялта выльăх йышĕ те ÿсет. Хăш-пĕр çемьесем виçшер ĕне выльăх таранах тытаççĕ. Ял тăрăхĕн специалисчĕ Е.Семенова кунсерен 40 литр сĕт сутать. Ун пеккисем татах та пур.

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ харпăр хăй хушма хуçалăхне çирĕплетрĕ. Çăмăллатнă кредит илес текенсем хушăнсах пыраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 сентября 2007
00:00
Поделиться
;