Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Районта – Çурçěр Кавказ хăнисем

Пирĕн районта Раççейĕн Çурçĕр Кавказ регионĕнчен килнĕ делегаци пулнă. Çулçÿрев тĕллевĕ – ялти кредит потребкооперацийĕн ĕçри опычĕпе паллашасси. Элĕке Адыгей, Калмăк Республикисен ял хуçалăх министерствисен, Калмăк Республикинчи “Ниицян”, Краснодар крайĕнчи “Кубань гаранчĕ” ял хуçалăх кооперативĕсен, Кабардино-Балкар Республикинчи “Нальчик-Агро” потребительсен кооперативĕн сăнав канашĕн, Карачай-Черкесри патшалăх технологи академийĕн членĕсем тата Чăваш Енри “Килĕшÿ” потребкооперативăн ĕç тăвакан директорĕ З.В.Воробьев килнĕ.

Хăнасем район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе А.П.Павловăпа тата потребительсен “Элĕк-Килĕшÿ” кредит кооперативĕн правленийĕн председателĕпе Г.П.Соколовпа тĕл пулнă. Алевтина Порфирьевна хăнасене районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕ çинчен каласа панă, Геннадий Петрович “Элĕк-Килĕшÿ” кооператив ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 сентября 2007
00:00
Поделиться
;