Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уйра техника ěçлет

Районти хуçалăхсенче çĕр улми пухса кĕртессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Сентябрĕн 25-мĕшĕ тĕлне 376 гектар (48 процент) кăларнă. Хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пурĕ 7 комбайн ĕçлет, çав шутран Г.Исаев хуçалăхĕнче – 2.

В.Узянов хуçалăхĕнче мĕн пур лаптăк çинчи çĕр улмие кăларса пĕтернĕ. В.Журавлев хуçалăхĕнче 100 гектар, Г.Исаев хуçалăхĕнче – 85, “Возрождение” хуçалăхра 60 гектар кăларнă.

Кĕр тыррисене 3525 гектар (71, 5 процент) акнă. Ку енĕпе “Новый путь”, “Шумшеваши”, “Родник” хуçалăхсем лайăх ĕçлерĕç пулсан, “Родинăра” кĕр тыррисене пачах акман.

Кĕрхи çĕртме сухи 1360 гектар тунă. “Новый путь”, “Родник”, “Алмаз” хуçалăхсенче сухаласси кал-кал пырать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 сентября 2007
00:00
Поделиться
;