Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ураскилтсем уявра савăнчěç

Ураскилт салин кунне хăнасем йышлăн пуçтарăнчĕç. Уявпа Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э.Козлов, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.Григорьева, республикăри салтак амăшĕсен комитечĕн председателĕ Л.Егорова саламларĕç. Вĕсем савăнăçлă лару-тăрура нумай çул пурăнакансене, çамрăк çемьесене парнесем пачĕç. Çавăн пекех “Чи лайăх кил-картишĕ” конкурсра мала тухнисене чысларĕç. Ураскилтри библиотека çумĕнчи ветерансен пултарулăх ушкăнĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

Шкул стадионĕнче мини-футбол вăййи иртрĕ. Тавăт шкулĕн команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ураскилтпе Элĕк шкулĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Çав кун Ураскилт шкулĕнче “Сывлăх кунне” йĕркелерĕç. Ăмăртура мала тухнисене “Единая Россия” партин парнисене пачĕç.

Кунĕ çумăрлă тăчĕ пулин те уява пынисен кăмăлне хуçма пултараймарĕ çанталăк. Çамрăк футболистсем, акă, йĕпе-сапарах мечĕк хыççăн чупрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 сентября 2007
00:00
Поделиться
;