Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çулсене юсаса çěнетеççě

Районта çул-йĕр тăвассипе, вĕсене юсаса çĕнетессипе пысăк ĕç тăваççĕ. Иртнĕ уйăхра кăнаВолгодорстройуçă акционерлă общество район центрĕнчи Парк урамĕнчи çула юсаса асфальт сарнă, çуран çÿрекенсем валли 1, 2метр сарлакăш тротуар хывнă. Çул тăршшĕ – 400 метр. Çĕнетнĕ çулпа тротуар урам тăршшĕпех тăсăлаççĕ.

Хальхи вăхăтра райцентрта “Никольски-Етĕрне-Калинино-Элĕк” автоçула юсаççĕ. Ĕçсен тĕп подрядчикĕ – “Волгодорстрой” уçă акционерлă общество. Райцентр территорийĕнче çак çул 1, 626 çухрăма тăсăлать. Коллектив халĕ ăна сарлакалатассипе тата хăйăрпа никĕслес тĕлĕшпе ĕçлет. Автоçула октябрь уйăхĕн вĕçĕнче юсаса пĕтерме палăртнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 сентября 2007
00:00
Поделиться
;