Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ятарлă курссем уçнă

Элĕк шкулĕнче ресурслă центр бази çинче информаци технологийĕ енĕпе районти шкулсенчи директор çумĕсен семинарĕ иртрĕ. Унта электронлă ресурссене вĕрентÿ процесне кĕртсе усă курасси çинчен калаçнă.

Çĕнĕлĕх вĕрентекенсене ĕçре пысăк пулăшу кÿрет, вĕренекенсене çĕнĕ информаци парать. Кашни предметăн, темăн хăйĕн модулĕ пур. Интернет урлă виртуаллă лабораторипе усă курма та, шкул ачин пĕлĕвне тĕрĕслесе хак пама та пулать.

Çак кунсенче кĕçĕн класрисене вĕрентекенсем валли те ятарлă курс йĕркеленĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 сентября 2007
00:00
Поделиться
;