Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Куллен – 7,9 килограмм

Халĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче куллен пĕтĕмпе 13858 килограмм сĕт суса илеççĕ, çавăн пекех кашни ĕнерен талăкра 7, 9 килограмм сăваççĕ. Сĕте 12501 килограмм сутаççĕ. Таварлăх – 90 процент.

Сĕт сăвассипе яланхи пекех “Родник” общество малта пырать. Кунти ĕнесен продуктивлăхĕ – 12, 7 килограмм. “Авангард” хуçалăх кăтартăвĕ пуринчен те япăхрах: 2, 1 килограмм. “Новый путь”, Ульянов ячĕллĕ, “Гвардеец”, “Свобода” хуçалăхсенчи фермăсенче те нумай сĕтшĕн тăрăшаççĕ.

Районĕпе илсен, ял хуçалăх предприятийĕсенче сăвакан ĕнесем 1836 пуç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 октября 2007
00:00
Поделиться
;