Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирěсенче

Районти хуçалăхсенче октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çĕр улми 574 гектар (74 процент) кăларнă.

Мăн Вылăри А. Петров, Хирлеп Тенири В.Узянов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче мĕн пур лаптăк çинчи çĕр улмие кăларса пĕтернĕ.

Çак ĕç “Рассвет”, “Алмаз” обществăсенче те вĕçленсе пырать.

В.Журавлев хуçалăхĕнче çĕр улми 120 гектар (60 процент), Г.Исаев хуçалăхĕнче 100 гектар (67 процент), “Возрождение” хуçалăхра 80 гектар (76 процент), “Звезда” хуçалăхра 45 гектар (56 процент) кăларнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 октября 2007
00:00
Поделиться
;