Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем ытларах çуралнă

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче сентябрь уйăхĕнче 14 ача çуралнине палăртрăмăр: 10 арçын ача тата 4 хĕр ача. Пĕлтĕрхи ку уйăхрипе танлаштарсан, 1 ача ытларах кун çути курнă. Саккунлă мăшăрланман амăшĕсем 2 ача çуратнă.

Нумай ачаллă çемьесен шучĕ ÿсет. Иртнĕ уйăхра пĕрремĕш ача 5 çемьере, иккĕмĕшĕ – 7, тăваттăмĕшĕ – 1, улттăмĕшĕ 1 çемьере çуралнă.

Çынсем вилесси чакнă. Иртнĕ уйăхра 23 çын вилнĕ: 13 арçын тата 10 хĕрарăм. Пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 8 çын сахалтарах вилнĕ.

Кăçалхи сентябрьте 15 мăшăр çырăннă пулсан, пĕлтĕр 20 çемье чăмăртаннă. 3 çемье арканнă, пĕлтĕр 2 мăшăр уйрăлнăччĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 октября 2007
00:00
Поделиться
;