Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район юбилее хатěрленет

Кăçал Элĕк Енĕн питех те паллă пулăм – района йĕркеленĕренпе 80 çул çитет. Юбилее кĕтсе илес тĕлĕшпе халĕ район администрацийĕ, йĕркелÿ комитечĕ çине тăрсах ĕçлеççĕ. Уяв программине хатĕрленĕ ĕнтĕ. Ял тăрăхĕсенче юбилей мероприятийĕсем юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче пуçланаççĕ. Мĕн пур вĕрентÿ тата культура учрежденийĕсенче культурăпа массăллă мероприятисем эрне тăршшĕпех иртеççĕ. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи культурăпа кану центрĕнче тата райадминистраци çуртĕнче халăх ăстисен куравĕ пулать.

Район юбилейне халалланă пысăк та савăнăçлă мероприятисем юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Элĕк салинче культурăпа кану центрĕ умĕнчи лапамра тата культура çуртĕнче иртеççĕ. Çав кун Элĕк сали тăрăх хывнă çула, юсаса çĕнетнĕ пасара, пурăнмалли çĕнĕ çурта хута яраççĕ. Уяв тĕлне Ехремкасси ялĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 октября 2007
00:00
Поделиться
;