Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç хыççăн - спектакль

“Алмаз” общество кăçалхи кĕрхи ĕçсене ăнăçлă вĕçлерĕ: çĕр улми кăларса пĕтернĕ, кĕрхисене виççĕр гектара яхăн акнă. Нумаях пулмасть мехпарк тепĕр техникăпа пуянланчĕ, çĕнĕ “Беларусь” трактор илсе килчĕç. Çапла вара халĕ обществăра кăçалхи çул туяннă икĕ çĕнĕ трактор ĕçе хутшăнать.

Вырсарни кун Юнтапари культура çурчĕн сцени çинче Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем “Парнеллĕ туй” спектакле вылярĕç. Артистсене общество ертÿçи Геннадий Денисов чĕнсе илнĕ. Çавăнпа спектакль тÿлевсĕр пулчĕ. Ертÿçĕ ял çыннисене хастар ĕçшĕн тав турĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 октября 2007
00:00
Поделиться
;