Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Иртеççě кунсем

 

Ватă çынсен кунне кирлĕ пек ирттерес тесе малтанах хатĕрлентĕмĕр. Клуба тирпей-илем кÿтĕмĕр. Палăртнă кунхине, кăнтăрла иртни икĕ сехет тĕлне, Ассакасси, Пĕчĕк Карачура ялĕсенче пурăнакан ватăсем йышлăн пухăнчĕç.

Часах клуба район пуçлăхĕ А.Платонов, “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин районти уйрăмĕн ертÿçи Л.Семенова, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Маркитанов килсе çитрĕç, уявпа саламларĕç.

Район ертÿçи Анатолий Иванович, уяв ячĕпе ăшшăн саламланă май, пухăннисене районăн социаллă аталанăвĕпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине те хуравларĕ.

Унтан Шупашкар артисчĕсен концертне курса савăнчĕç. Уява килнисене чейпе, шÿрпепе те сăйларăмăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 октября 2007
00:00
Поделиться
;