Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пулăшу илме май пулě

Ачасем – пирĕн пуласлăх. Вĕсен малашлăхĕ мĕнле çемьере ÿссе çитĕнсе воспитани илнинчен нумай килет. Шел пулин те, ачасем çине кирлĕ пек тимлĕх уйăрманнисем те пур-ха. Çав вăхăтрах ырă кăмăллă та чун-чĕреллисем те юнашарах.

Вĕсем йывăрлăха лекнĕ, савăнăç курайман ачасене хаваспах пулăшаççĕ, хăйсен çемйисене йышăнаççĕ. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмĕшле илсен, тăлăха юлнă 75 ачана усрава илнĕ.

Çак кунсенче районта усрава илнĕ ачасене пăхакансен пĕрремĕш канашлăвĕ пулчĕ. Ăна социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.М.Григорьева уçрĕ. Ун хыççăн тухса калаçакансем ачалăх темине хускатрĕç.

Опекунсемпе ачасене усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсем пухăннин тĕп сăлтавĕ – обществăлла организаци туса хурасси. Çавна май проект хатĕрленĕ. Ăна ЧР Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствинче хÿтĕленĕ, Грант çĕнсе илнĕ. Пухăннисем, пĕр сасăллă пулса, “Тимлĕх” ятпа обществăлла организаци туса хума йышăнчĕç. Ачасене усрава илнисем унта малашне хăйсен йывăрлăхĕсене татса парĕç, пулăшу та илĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 октября 2007
00:00
Поделиться
;