Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ěç-хěлпе паллашрě

Юн кун, йăлана кĕнĕ тăрăх, районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Информаци ушкăнĕсем ял тăрăхĕсенче пулса ял çыннисен пурнăçĕпе интересленчĕç.

Чăваш Республикин юстици министрĕн çумĕ В.Н.Капитонов ертсе пыракан ушкăн Элĕк ял тăрăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, Ваттисен çуртĕнче пурăнакан ватă çынсемпе тĕл пулчĕ. Ун хыççăн Элĕк шкулне кĕрсе курчĕç, кунти вĕрентÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе интересленчĕç. Владимир Никитич хăйĕн сăмахĕнче халăхăн пурнăç шайне ÿстересси республикăна ертсе пыракансен тĕп тĕллевĕ пулнине палăртрĕ. Вăл ыйтусем çине те хуравларĕ. Информаци кунĕнче чылай çĕннине пĕлме май килчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 октября 2007
00:00
Поделиться
;