Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ÿстěр йывăç – илемлентěр тавралăх

2005 çултанпа Чăваш Республикинче çулсеренех Йывăç кунне ирттеретпĕр. Çак кунпа çыхăнтарнă мероприятисем чи малтанах çынсене çут çанталăка юратма тата ăна упрама хăнăхтарас тĕллевпе иртеççĕ. Кăçал Ураскилт ял тăрăхĕн территорийĕнче И.Тукташ ячĕллĕ паркра ватă йывăçсене касса тирпейленĕ, 70 тĕм çĕнĕ хунавсем лартса хăварнă. Çуркунне Тури Выла ялĕ çывăхĕнчи плотина патĕнче 100 тĕм йывăç лартса хăварнăччĕ, халĕ тепĕр 50 йывăç тĕмĕпе пуянланчĕ. Çавăн пекех унччен лартса хăварнă йывăçсене пăхса тăрассипе те ĕçлетпĕр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 октября 2007
00:00
Поделиться
;