Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăçал – виçě йěкěреш

Кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕнчи ĕç кунĕ ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсемшĕн уяв вырăннех пулчĕ. Кунашкаллине юлашки вăхăтра асăрхаманччĕ.

Çак кунхине районти пиллĕк çамрăк çемьере савăнăç пулчĕ – ача çуралчĕ. Çут тĕнчене виçĕ хĕр ачапа тăватă арçын ача килчĕç. Икĕ çемьере йĕкĕрешсем кун çути курчĕç. Кăçал вара пĕтĕмпе виçĕ йĕкĕреш хушăнчĕç: Дианăпа Дмитрий Демьяновсем, Артурпа Артемий Андреевсем, Каринăпа Камилла Филипповсем. Юлашки çичĕ çулта йĕкĕрешсем умлă-хыçлă çурални пулманччĕ.

Çак уйăхри 15 кунра 21 ача: 9 хĕр ача тата 12 арçын ача çуралнине регистрацилерĕмĕр. Икĕ эрне хушшинче пулас амăшĕсем 9 ача çуралнине палăртма уйрăмах кăмăллă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 октября 2007
00:00
Поделиться
;