Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрманçăсене халалланă кěнеке

Элĕк енĕн 80 çулхи юбилейĕ ячĕпе “Элĕк районĕ: вăрман тата вăрманçăсем” кĕнеке пичетленсе тухнă. Авторĕсем: Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вăрманçи П.Тихонов тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрманçи О.Тихонов.

Çак пысăках мар кĕнекере Элĕк районĕн вăрман фончĕн тытăмĕпе калăпăшĕ, 20-мĕш ĕмĕрте тата 21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче вăрман ĕçĕ мĕнле пулса пыни, вăрман хуçалăхĕн предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартнă, вăрманçăсен кĕске биографийĕпе паллаштарнă. Кĕнекере çавăн пекех вăрман ĕçĕнче ертÿçĕре ĕçленĕ ентшĕмĕрсемпе хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ вăрманçăсем çинчен те вуласа пĕлме пулать. Кусем вĕсем: Я.Ятманов (Вутлан), А.Харитонов (Уйкас), Г.Филиппов (Алкукасси), Б.Храбров (Шĕмшеш), Ш.Ефимов (Мăн Вылă), В.Митрофанов (Торпкасси), А.Сидоров (Кĕçĕн Тăван), Ф.Кошмаров (Чăрăшкасси), В.Михайлов (Йăлкăш), Л.Романов (Смородино).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 октября 2007
00:00
Поделиться
;