Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватăсене куçран вěçертмеççě

Уявсем пурнăçа савăнăç, илем кÿреççĕ. Пурте хапăлласах кĕтетпĕр вĕсене. Ĕмĕрне пĕччен пурăнса ирттерекен, ачисемпе çыхăну çухатнă, кил-йышра сума суманнипе тухса кайма тивнĕ çулланнă çынсемшĕн вара уяв пушшех те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ваттисен кунĕ туса уяв ячĕпе саламлассине Элĕкри ваттисен çуртĕнче пурăнакансенчен пуçларăмăр. Кунта тĕрлĕ сăлтавсене пула хÿтлĕхсĕр юлнă мучисемпе кинемейсем пурĕ вун тăваттăн. Вĕсене чи малтанах ветерансен хорĕ саламларĕ. Унтан ваттисен çурчĕн директорĕ Е.Трофимова ăшă сăмахсем каларĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.Григорьева сăмах илчĕ.

Элĕкри библиотека ĕçченĕсем те ватăсене уяв ячĕпе ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. Культура ĕçченĕсемпе пĕрле искусство шкулĕн ачисен пĕр ушкăнĕ концерт кăтартрĕ. Унтан социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем ватăсене асăнмалăх пĕчĕк парнесем пачĕç.

Вырăс Сурăмри тата Шĕмшешри Ваттисен çурчĕсенче те уяв каçĕсем интереслĕ иртрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 октября 2007
00:00
Поделиться
;