Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фермер хуçалăхě медале тивěçнě

Çак кунсенче Мускав хулинче иртнĕ “Ылтăн кĕркунне-2007” Раççейри агропромышленность курава “Журавлев” хресчен-фермер хуçалăхĕ те хутшăннă. Унăн ĕçне пысăка хурса хакларĕç, фермер хуçалăхĕ “Амароза” çĕр улмишĕн ылтăн медале çĕнсе илнĕ. “Уй-хир ĕçĕсенче тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çитĕнÿсем тунăшăн” номинацире бронза медале те тивĕçнĕ.

“Журавлев” хресчен-фермер хуçалăхĕ районта малта пыраканнисенчен пĕри. Хуçалăх 1990 çулта йĕркеленнĕ, çĕр улми туса илессипе специализациленнĕ.

Фермер хуçалăхĕ вăй илсех пырать. Техника паркне 12 единица пысăклатнă. Пахча çимĕç хранилищин виçĕ комплексне 3000 тонна кĕмелĕх тунă. Çĕр улмие пăхса ÿстерессипе 3 комплекс-оборудовани туяннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 октября 2007
00:00
Поделиться
;