Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тěп пуянлăх – ěçлекен халăх

"Слава” никĕсĕ çинче “Алмаз” общество йĕркеленни икĕ çул çитет ĕнтĕ. Обществă аталанăвĕн тапхăрĕ малаллах пырать, ÿсĕмсем те çук мар. Паллах, çакă ертÿçĕ ĕçе кирлĕ пек йĕркелеме пĕлнинчен килет. Геннадий Васильевич Денисовăн пултарулăхĕ обществă ĕçĕ-хĕлĕнче, унти лару-тăрура палăрать. Кăçал, акă, техника туянассипе малалла утăмсем тунă. “МТЗ-82” виçĕ трактор, “ДОН-1500 Б”, “ДОН-1500 А” комбайнсем илме пултарнă. Вĕсенчен пĕри çĕнех мар пулин те, вырма вăхăтĕнче В.Иванов тата А.Федотов комбайнерсем ăна тухăçлă ĕçлеттернĕ, “СК—5” комбайна та “тунсăхласа” ларма паман. Хĕрÿ тапхăра вăхăтра вĕçлессишĕн Н.Денисов водитель те яваплăха туйса тăрăшнă, 10560 центнер тырă турттарнă. Тырра çийĕнчех аласа кĕлете кĕртесси ку ĕçе хутшăнакан техникăран нумай килет. В.Емельяновпа Р.Павлов машинистсем сортировкăсене пăхсах тăнă, кăлтăксене сирсе пĕр тикĕс ĕçлеттернĕ.

Л.Сергеева, Л.Антонова, Р.Спиридонова, Е.Николаева рабочисемпе пĕрле хуçалăха çуллахи вăхăтра шкул ачисем те пысăк пулăшу панă. Вĕсене те ятранах асăнмалла: Э.Григорьев, Е.Александров, Б.Степанов, А.Никоноров, А.Владимиров тата Григорьевсем.

Кĕр тыррисене пурĕ 290 гектар çинче акса хăварнă. Ку ĕçре Г.Прокопьевпа А.Сергеев трактористсем çĕр сухаланă çĕрте хăй тÿписене хывнă. Акакансем: В.Мешков, Б.Григорьев, В.Нестеров, Н.Исаков тăрăшнă. Акнă тырра гербицидпа имçамласси çине те тимлĕх уйăрнă. Кунта А.Егоров трактористпа В.Мешков заправщика палăртмалла.

Кĕрхи çĕртмене хутшăннă трактористсене те ятран асăнмалла: М.Канюков, Г.Прокопьев, А.Семенов, А.Егоров. Вĕсем 350 гектар çĕр сухаланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 октября 2007
00:00
Поделиться
;