Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк çемьесен конкурсěнче

Элĕкри культурăпа кану центрĕнче “Эсĕ, эпĕ тата эпир санпа” ятпа çамрăк çемьесен конкурсĕ иртрĕ. Праçник районти çамрăксен политикин мультимеди презентацийĕнчен пуçланчĕ. Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусем енĕпе ĕçлекен çумĕ Э.В.Николаев конкурс пирки пĕлтернĕ хыççăн çамрăк мăшăрсем “Çулталăкри çемье-2007” ята илессишĕн ăмăртрĕç. Вĕсем спорт, илемлĕх тата ытти тĕрлĕ енлĕ конкурссенче тупăшрĕç. Конкурс комиссийĕ çĕнтерÿçĕне тата виçĕ номинанта палăртрĕ.

“Çулталăкри çемье – 2007” ята хĕрÿ кĕрешÿре Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Семеновсен çемйи çĕнсе илчĕ. Номинацисемпе илсен, Йăлкăш ял тăрăхĕнчи Петровсене “Чи интеллектуаллă çемье”, Шĕмшеш ял тăрăхĕнчи Зоринсене “Музыкăна чи кăмăллакан çемье”, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Емельяновсене “Пурнăçа чи юратакан çемье” тесе палăртрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 октября 2007
00:00
Поделиться
;