Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кооператорсен

Районти потребительсен обществин 9 уйăхри кăтартăвĕсем пур енĕпе те – ваккăн суту-илÿпе те, обществăлла апатланупа та, хатĕрлев ĕçĕпе те ÿсĕмлĕ. Пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕ 194, 4 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă пĕлтĕрхи 9 уйăхринчен 15, 5 процент нумайрах. Çав шутран ваккăн сутмалли таварçаврăнăшĕ 115, 2 процент пулнă, курттăммăн сутмалли таварçаврăнăшĕ – 137, 6 процент, хатĕрлев таварçаврăнăшĕ – 160, 8 процент.

Кăçалхи 9 уйăхра райпо хăйĕн вăйĕпе 8, 2 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 2, 9 процент нумайрах. Райпо предприятийĕсем асăннă тапхăрта пĕтĕмпе 18, 3 миллион тенкĕлĕх (иртнĕ çулхи 9 уйăхринчен 1693 пин тенкĕ нумайрах) продукци туса кăларма пултарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 октября 2007
00:00
Поделиться
;