Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕç вырăнĕпе усă курнă

Районти хăш-пĕр хуçалăхсем арканса пĕтрĕç, кам мĕнле пĕлет, çапла çаратса пĕтерчĕç.

Акă, 2006 çулхи сентябрьтен пуçласа 2007 çулхи август уйăхĕччен “Прогресс” хуçалăхăн ертÿçинче ĕçленĕ С. хăй ĕç вырăнĕпе усă курса хуçалăха 552 пин тенкĕ ытла тăкак кÿнĕ. С. тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă.

Миравай судăн 2004-мĕш çулхи августăн 28 мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Кĕçĕн Тăванти 1974 çулта çуралнă Л.-ăн алимент тÿлемелле пулнă. Анчах вăл çак яваплăхран пăрăнса пурăнать. Л. тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарма тивнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 ноября 2007
00:00
Поделиться
;